Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Указ Президента Чувашии Н.Федорова "О годе парков и садов" (на чувашском языке)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://porezk.cap.ru/

Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен

Халăх валли лайăх пурнăç условийĕсем туса парас тата Чăваш Республикин районĕсен тата хулисен социаллă пурнăçпа экономикин комплекслă аталанăвне тивĕçтерес, хуласен, поселоксен тата ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе çапла йышăнатăп:

1. Чăваш Республикинче 2005 çул Парксен тата садсен çулталăкĕ пулнине пĕлтерес.

2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн: Чăваш Республикинче Парксен тата садсен çулталăкне хатĕрленсе ирттерес енĕпе пурнăçламалли мероприятисен планне 2004 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен çырса хатĕрлемелле тата çирĕплетмелле, унта çак ĕçсене пăхса хăвармалла: халăх пурăнакан вырăнсене йывăç лартас тата кану вырăнĕсем тăвас тĕллевпе çĕнĕ парксем, скверсем, садсем, аллейăсем, йывăç-курăк лартнă-акнă вырăнсем, санитарипе хỹтĕлев зонисем тума тытăнассине, пĕчĕк архитектура формисем йĕркелессине, урамсемпе картишсене йывăç лартассине, чечек клумбисемпе газонсем вырнаçта-рассине* кашни çулах Чăваш Республикинчи халăх пурăнакан вырăнсем хушшинче чи лайăх йывăç-курăклă тата тирпей-илем кĕртнĕ вырăнсене палăртас енĕпе республикăри смотр-конкурс ирттерессине* Республика Кунне уявланă вăхăтра республикăри парк архитек-турин, чечек ỹстерекенсен тата сад ĕрчетекенсен выставкине йĕркелессине* саккуна пăсса йывăçсем каснине тата йывăçсемпе тĕмсене пĕтернине тĕрĕслесе тăрассине вăйлатассине.

3. Чăваш Республикин районсемпе хуласен администрацийĕсене Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствипе тата Чăваш Респуб-ликин Çут çанталăкпа усă курас ĕç министерствипе пĕрле Парксен та-та садсен çулталăкне ирттернĕ вăхăтра сĕнес: генеральнăй плансен тата хула строительствин ытти доку-менчĕсен никĕсĕ çинче Чăваш Енри пур хуласемпе ялсене тирпей-илем кĕртмелли тата йывăçсем лартмалли проектсем хатĕрлемелле, унта çĕнĕрен парксем, скверсем, садсем, аллейăсем, йывăç лартнă вырăнсем, санитарипе хỹтĕлев зонисем тума тытăнасси, пĕчĕк архитектура фор-мисем йĕркелесси, урамсемпе картишсене йывăç лартасси, чечек клум-бисемпе газонсем вырнаçтарасси, халĕ усă кураканнисене çĕнетсе йĕркелесси тата аталантарасси кĕрет* халăх пурăнакан чи лайăх симĕс вырăн, урам, картиш конкурс ирттересси* халăх пурăнакан вырăнсене, харпăрлăхăн пур формиллĕ органи-зацисен территорийĕсене, вĕрентỹ заведенийĕсене, больницăсене, клуб-сене тата вĕсен çывăхĕнчи территорисене тирпей-илем кĕртес тата йывăç лартас ĕçе, парксем, вăрман паркĕсем, садсем, асăну посадкисем, юхан шыв çыранĕсем, шывсем, çăл куçсем тăвас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçе халăха, пĕтĕм ĕç коллективĕсене, студентсене, вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакансене анлăн явăçтармалла.

4. Харпăрлăхăн пур формиллĕ организацисене, обществăлла пĕрлешỹсене йывăç лартас ĕçе туса ирттерме, парксемпе скверсен вырăнĕсене палăртса хурассине тивĕçтерме сĕнес. 5. Массăллă информаци хатĕрĕсене Парксен тата садсен çул-талăкĕнче ирттерекен мероприятисене пĕрмаях çутатса тăма сĕнес. 6. Çак Указ ăна официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран вăя кĕрет.

Чăваш Республикин Президенчĕ

Н.Федоров

Шупашкар хули 2004 çулхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ


Информационное наполнение сайта: Бухаленкова В.Г  Техническое сопровождение сайта: Кулясов С.В.
тел. (8-835-43) 2-15-63, факс: 2-17-44
отправить письмо по e-mail
porezk_info2@cap.ru

Администрации городов и районов Чувашской Республики


Сервер органов Государственной власти РФ
Приволжский федеральный округПОРЕЦКИЕ ВЕСТИ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика